"Пӗтӗм Чӑваш диктанчӗ-2024"

"Пӗтӗм Чӑваш диктанчӗ-2024"

Паян Тутар Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем тата икӗ вӗрентекен йӑлана кӗнӗ "Пӗтӗм Чӑваш диктанчӗ-2024"  акцие хутшӑнса диктант ҫырчӗҫ. Хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. Ку ҫулта текста Ҫ.Элкер ҫырни тӑрӑх йӗркеленӗ.

Диктант ҫыракансем 20 вӗренекен тата 2 вӗрентекен пулчӗҫ. Вӗсенчен 9 ача тата 2 учитель "5" паллӑ илме пултарчӗҫ. Саламлатпӑр вӗсене!